Митта Ваçлейĕн юррине,
Ун ырă çутă сăнарне,
Манмастпăр эпир ĕмĕрне.
(В. Давыдов – Анатри)
Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа пуш уйăхĕн 5 - мĕшĕнче 115 çул çитрĕ. Юратнă поэта сума суса Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта « Çак юрра эп ахаль мар юрларăм…» ятлă поэзи каçě ирттертěмĕр.
Василий Егорович Митта /Митта Ваçлейĕ/ 1908 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче/ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Патăрьел районĕ/ Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. 1932 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В.Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă
Шкул ачисем сăвăç пултарулăхěпе тěплěн паллашрěç, презентаци пăхрěç, сăввисене пăхмасăр каларěç.
«Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать», - çапла çырать Алексей Талвир, чăвашсен паллă писателĕ.
Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957çç.) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ.