Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 çул тултарчĕ

Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 çул тултарчĕ

Нарăс уйăхĕн 14- мĕшĕнче Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 çул тултарчĕ. Çавна май Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информаци сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем Николай Петровичăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç.

Сăвăç Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районне кĕрекен Тури Шурçырма ялĕнче 1953 çулта çуралнă.
1971 çулта Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă, Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çĕрпÿ районĕнче шкулта ачасене вĕрентнĕ, «Хыпар» хаçатра, «Капкăн» журналта ĕçленĕ. 1995 çулта «Ялав» журналта унăн «Çуралман ача сасси» поэми пичетленнĕ. Ăна чăвашсен паллă академикĕ Г.Н.Волков пысăк хак панă. Николай Ишентей нумай кĕнеке авторĕ, кĕçĕннисен юратнă юмахçи те.
Поэт паянхи кун та ĕçлет, вулакансемпе тĕл пулать. Кĕçĕннисем те, аслăрах класра вĕренекенсем те Николай Ишентейĕн хайлавĕсене юратса вулаççĕ.