2022 –мĕш çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Хыпар» Издательство çуртĕнче Çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Унта «Тантăш» хаçатăн хастар юнкорĕсем пухăнчĕç.
Уява Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ- тĕп редактор Татьяна Вашуркина уçрĕç. Кристина Андреевна сăмахпа ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕç пулни çинчен палăртрĕ. «Эсир чăвашла, вырăсла хайлавсем çыратăр, журналист ăсталăхне туптатăр. Çавăнпа чăваш чĕлхин пуласлăхĕ сирĕнтен килет. Ăнăçу сунатăп сире, хисеплĕ ĕçтешсем», -тесе каласа хăварчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи те ачасене саламларĕ, хаçатпа туслă пулни малашлăхри çула уçса пыни çинчен каларĕ, пĕрремĕш сăввине вуласа пачĕ. Чăваш юрăçисем Георгий Смирнов тата Алина Выйгетова чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Ĕçлĕ уяв кăсăклă иртрĕ. Тĕрлĕ ăсталăх класĕсем ĕçлерĕç: « Чăваш тĕррин эрешĕсемпе паллашасси», « Сăн ÿкерчĕк ăсти», «Тĕрлĕ жанрпа ĕçлесси» тата ытти те. Слет вăхăтĕнче çамрăк журналистсем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, туслашрĕç, хаçат-журналпа малашне те тачă çыхăну тытма шантарчĕç.