Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă мероприятисем

Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă мероприятисем

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Кивĕ Эйпеçри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă мероприятисем пулчĕç. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчĕ. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ. И.Я. Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, К.В. Иванов пултарулӑхӗсем тӑрăх хатӗрленӗ «Тăван чĕлхе-таса хĕлхем» викторина та кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.