Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.
Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.
Пирӗн шкулти 5-10 класс вӗренекенӗсем те Пӗтӗм халӑх диктантне хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Диктанта ачасем шкулти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Малышева В.Г. вуланине итлесе ятарлӑ бланксем ҫине ҫырчӗҫ.