Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ

Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ

Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Ӑна чӑваш халӑхне, пирӗн республикӑна чапа кӑларнӑ тӗнчипех паллӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашас тата тивӗҫлипе мӑнаҫланас тӗллевпе тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 174 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Вӗренекенсем чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ҫыннисемпе тата ытти паллӑ ентешсемпе тӗплӗн паллашрӗҫ, вӗсен ӗҫӗ - хӗлӗсене тишкерчӗҫ.