Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултанпа уявлаҫҫӗ.

Кашни халӑхӑн чӗлхи хӑйне евӗрлӗ.
Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать.Тӑван ҫӗр-шыва юратасси те тӑван чӗлхерен пуҫланать.
Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.
Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа паян Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта "Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи" класс сехечӗ тата викторина иртрӗ.
Мӗн тери пуян та илемлӗ пирӗн тӑван чӗлхе! Тӑван чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ шухӑша палӑртма, илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерме, сӑвӑсем вулама пулать.
Пӗтӗмлетӳ туса ҫакна калама пулать. Ачасен тӑван чӑваш чӗлхине хисеплес, ӑна юратса вӗренес кӑмӑл-туйӑмӗ пӗтмен-ха. Вӗсем ҫакна уроксенче, мероприятисенче кӑтартса параҫҫӗ.