Петĕр Хусанкай ҫуралнăранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа

Петĕр Хусанкай ҫуралнăранпа 115 ҫул ҫитнине  халалласа

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Петĕр Хусанкай ҫуралнăранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» литература каҫӗ иртрӗ.

Петӗр Хусанкай поэт кăна мар, тăлмачă та, чĕлхеçĕ те, публицист та, историк та, этнограф та, критик та, лирик та пулнă. Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă.
Петр Петровича халалласа ачасем унӑн сӑввисене вуларӗҫ, пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӗҫ.