Ҫул-йӗр ҫинчи право культурине ӳстерес, ачасем аварисене ан лекчӗр тесе профилактика мероприятийӗсем йӗркелес тӗллевпе Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта авӑн уйӑхӗн 20- 26 - мӗшӗсенче "Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни" иртрӗ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 5-мӗш класра "Эпӗ ҫулҫӳревҫӗ" экскурси иртрӗ. Хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ хыҫҫӑн ҫул ҫинчи паллӑсемпе паллашрӗҫ, йӗркене пӑхӑнмасан инкек патне ҫитме пултарассине ӑнланчӗҫ.